| 7638 | Вӑй вӑйпа, ӗҫ ӗҫпе. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7639 | Вӑй пӗтнӗ кашкӑрӑн та сурӑх ҫурма халӗ пур. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7640 | Вӑй пур чух вӑрҫма юрать. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7641 | Вӑй пур чух кӗреш, шӑл пур чух какай ҫи. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7642 | Вӑй ҫитменнине ан тапӑн. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7643 | Вӑй ҫитменнине шӑлпа теҫҫӗ. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7644 | Вӑй ҫитмесен кашкӑрла теҫҫӗ. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7646 | Вӑй хумасӑр утӑм та утӑнмасть. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7645 | Вӑй-халтан кайиччен ӗҫлемесӗр вӑй-халлӑ пулаймӑн. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7647 | Вӑйӑран вӑкӑр тухать теҫҫӗ. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7648 | Вӑйӑран макӑра пулать. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7649 | Вӑйӗ ҫитсен вӑрӑм туна та вӑкӑра ҫӗнӗччӗ, вӑйӗ ҫукрах. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7650 | Вӑйлӑ ҫын вӑй ыйтмасть. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7651 | Вӑйлӑ ҫынпа ан тавлаш. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7652 | Вӑйлӑ ҫынпа ан хирӗҫ, хӑҫан та пулсан ун аллине ӳкмелле ан пултӑр. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7654 | Вӑйна кура вӑй выля. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7656 | Вӑйран ытлашшине ан ҫӗкле, хунтан пуян вӑйлӑ ҫынпа ан ҫыхлан. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7655 | Вӑйран ытлашшине ан ҫӗкле. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7657 | Вӑйсӑр кашкӑр йытӑ кулли. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7658 | Вылянӑ чух вӑй кӗрет, савӑннӑ чух сӑн кӗрет. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7659 | Кам вӑйлӑ, рычак та ун майлӑ. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7660 | Ҫирӗп, вӑйлӑ, сывлӑхлӑ ҫыннӑн шухӑшӗсем те ҫиреп, вӑйлӑ. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7661 | Туя — ҫур вӑй тет. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7662 | Халӑнтан килмесен ан тытӑн. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7663 | Хурама чукмар кам вӑйлӑ, ҫавӑн майлӑ. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7664 | Ывӑннӑ лашашӑн улӑм пӗрчи те йывӑр. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |
| 7665 | Ывӑнсан, вӑйран кайсан, улӑм пӗрчи те пӗрене хулӑнӑш курӑнать. | Вӑй — Вӑйсӑрлӑх |